Найти в Дзене
Suvargazeta23

Сиенлӗ йăласенчен хăтăлтăмах

Сиенлӗ йăласенчен хăтăлтăмах! Эп нихӑçан та спортпа туслӑ пулман. Ялта çуралса ӳснӗ пулин те, 11 класс пӗтернӗ тӗле пӗр подтягивани те тӑваймастӑмччӗ. Пӗртӑван пиччесем иккӗн манăн, иккӗшӗ те спорт мастерӗсем. Вӗсемпе юнашар тӑратсан мана асси (айван) теме те пулатчӗ пуль.   Пиччесем питӗ тӑрӑшатчӗç ма­на сывӑ пурнӑç йӗркине хӑнӑхтарма. Анчах кашнинчех вӗсем тӑрӑшни харама каятчӗ. Мана кӑсӑклӑ марччӗ. Кӗнеке вулама вара юрататтӑмччӗ. Тӗпчеме те юрататтӑмччӗ. Мана пичче турник çинче туртӑнма хушса хӑваратчӗ, хӑй кӑкарнӑ лашана илме каятчӗ. Вӑл тухнӑ-тухманах турник çинчен анаттӑм та «Найди клад» журнал е пӗр-пӗр кӗнеке вулаттӑм. Хапха сасси илтӗнсен вара каллех турник патне кайса тӑраттӑм. Ирпе мана чупма кӑларса яратчӗç – вӑрман кӗтесӗ таран. Инçе мар ӗнтӗ, анчах вӑрман хӗррине çитсенех (çур çул) эп пӗлеттӗмччӗ: кунтан курӑнмасть. Çавӑнпа çуран утса вӑрман тӑрӑх уçӑлса çӳреттӗм.  Тӗплӗнрех

Сиенлӗ йăласенчен хăтăлтăмах!

Эп нихӑçан та спортпа туслӑ пулман. Ялта çуралса ӳснӗ пулин те, 11 класс пӗтернӗ тӗле пӗр подтягивани те тӑваймастӑмччӗ. Пӗртӑван пиччесем иккӗн манăн, иккӗшӗ те спорт мастерӗсем. Вӗсемпе юнашар тӑратсан мана асси (айван) теме те пулатчӗ пуль.

 

Пиччесем питӗ тӑрӑшатчӗç ма­на сывӑ пурнӑç йӗркине хӑнӑхтарма. Анчах кашнинчех вӗсем тӑрӑшни харама каятчӗ. Мана кӑсӑклӑ марччӗ. Кӗнеке вулама вара юрататтӑмччӗ. Тӗпчеме те юрататтӑмччӗ. Мана пичче турник çинче туртӑнма хушса хӑваратчӗ, хӑй кӑкарнӑ лашана илме каятчӗ. Вӑл тухнӑ-тухманах турник çинчен анаттӑм та «Найди клад» журнал е пӗр-пӗр кӗнеке вулаттӑм. Хапха сасси илтӗнсен вара каллех турник патне кайса тӑраттӑм. Ирпе мана чупма кӑларса яратчӗç – вӑрман кӗтесӗ таран. Инçе мар ӗнтӗ, анчах вӑрман хӗррине çитсенех (çур çул) эп пӗлеттӗмччӗ: кунтан курӑнмасть. Çавӑнпа çуран утса вӑрман тӑрӑх уçӑлса çӳреттӗм. 

Тӗплӗнрех