Сергей Павловăн çӗнӗ кӗнекине пахаларӗç Нумай пулмасть Чăваш наци библиотекинче Сергей Павловăн «Тертпе термен» кăларăмне пахаларӗç. Вăл автор 70 çул тултарнă кунпа пӗр килчӗ. Асăннă роман – «Шăпчăк çӗрӗпех юрлать» хайлавăн иккӗмӗш кӗнеки, Чăваш кӗнеке издательствинче тухнă. Хастар вулакансем унпа паллашма та ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Пултарулăх каçне прозаиксемпе поэтсем, драматургсемпе литературоведсем, журналистсемпе библиотекарьсем йышлăн пуçтарăнчӗç. Мероприятие «Чăваш кӗнеки» центрăн ӗçченӗ Ольга Тимофеева ертсе пычӗ. Тӗплӗнрех