Александр Шадриков СВО ветеранӗпе Игорь Егоровпа тӗл пулнă
Тутарстанăн экологипе çутçанталăк министрӗ Александр Шадриков «Батырлар. Герои Татарстана» программăна хутшăннă Игорь Егоровпа тӗл пулса калаçнă. Вӗсене ӗçтешсем теме те пулать. Игорь Яковлевич та малтанласа республикăн кăнтăр хӗвелтухăçӗнче экологи министерствин тӗп специалисчӗ пулса тăрăшнă. Каярах ТР Чӗрчун тӗнчине сыхлассипе тата усă курассипе управленире ӗçленӗ.