💢Самар облаҫӗнчи ӑста чӑвашсем Евгений Никитин йывӑҫран хитре савӑт-сапа ӑсталать, унӑн мӑшӑрӗ вара, Лариса, супӗн хатӗрлет. Евгений пенсире ӗҫсӗр аптранипе савӑт-сапа тума тытӑнма шутланӑ. Вӑл хӑйӗн ӑсталӑхне аталантарса тӗрлӗ йывӑҫпа та ӗҫлеме вӗреннӗ. Лариса пӗлтӗртенпе супӗн тӑвать, ҫакна вӑл интернетри мастер-классене пӑхса вӗреннӗ. Евгенийпе Лариса Никитинсем 34 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ, 3 ачан ашшӗ-амӑшӗ пулса тӑраҫҫӗ. Ҫак ӗҫ вӗсемшӗн - кӑмӑллӑ хобби, чуна кантарни. #чуваши #татмедиа