«Мобильлӗ суйлавçă» майпа сасӑлама заявленисем йышӑнасси пуçланчӗ Суйлава прописка тăнă çĕртен хутшăнма май çук пулсан сентябрĕн 10-мӗшӗччен МФЦ, территорири суйлав комиссиĕ е Патшалăх услугисен федераллӑ порталӗ (www. gosuslugi. ru) урлӑ заявлени памалла. Заявленире ТР Раисӗн суйлавне хутшăнма палӑртнӑ суйлав участокӗн адресне кăтартмалла. Анчах та участока суйлассинче питӗ тимлӗ пулмалла, мĕншĕн тесен ăна улăштарма шутласан, кун пек заявление икӗ кун хушшинче çеç каялла тавăрма пулать. Сасӑлав кунӗнче Мускавра пулсан та регион пуçлӑхӗшӗн тӗп хуламӑрти ятарласа йӗркеленӗ участокра сасăлама пулать. Мӗн тумалла? • Сентябрӗн 10-мӗшӗччен Патшалӑх услугисен порталӗ урлă заявлени çырмалла, унăн «Учтен» статус пулмалла; • Суйласа илнӗ участока килсе сасӑламалла. Сервиспа усă курса ТР Раисне тата Мелекесри (Тукай районӗ) пӗр мандатлӑ 18-мӗш суйлав округӗнчен Патшалӑх Канашӗн депутатне суйлама пулать, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсене депутсене суйлама май çук.
«Мобильлӗ суйлавçă» майпа сасӑлама заявленисем йышӑнасси пуçланчӗ
14 августа 202514 авг 2025
~1 мин