Юрă-кӗвӗ тӗнчинче нумай çитӗнӳ турӗ Хамăн туссенчен пӗри Станислав Толстов купăс каланисӗр пуçне кӗвӗсем те çырнине пӗлсен унпа тӗл пулса калаçас килсе кайрӗ. Пӗрремӗш тӗлпулу иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш çулӗсен пуçламăшӗнче пулчӗ. Станислав Петровичпа ытларах музыка çинчен калаçрăмăр. Ун чухнех авторитечӗ пысăкчӗ унăн. Хăйнеевӗрлӗ илемлӗ юрăсем çырнăран ăна хула, область, регионсен хушшинче иртекен тӗрлӗ фестиваль-конкурссен жюрине чӗнетчӗç. Тӗплӗнрех