Августран вăя кӗрекен улшăнусем Раççей Социаллă фончӗ августăн 1-мӗшӗнчен ӗçлекен пенсионерсене заявлени çырмасăр страховани пенсин страхлав пайне çӗнӗрен шутласа парать. Ку 2024 çулта ӗçлесе страховой взноссем тӳленисене пырса тивет. Кибермошенниксемпе кӗрешесси те вăйлăланать. Раççейре пурăнакансем çыхăну операторӗн харпăр кабинечӗ е мобильлӗ сервис урлă спам-рассылкăсен ярассине чарма пултараççӗ. Августăн 1-мӗшӗнчен 14-18 çултисем законлă представителӗсен çырса тунă килӗшӗвӗ пулсан кăна банкра счет з уçма пултараççӗ. Анчах мăшăрлансан, официаллă майпа е предприниматель пек ӗçлеме пуçласан ку улшăну вӗсене пырса тивмест. Çӗнӗ уйăхран ача-пăча теттисем туса илессине тата сутассине йӗркелесе тăракан патшалăх стандарчӗ ӗçлеме пуçлать. Стандарт теттесене ачасен ӳсӗмне, интересӗсене тата вӗсене хатӗрленӗ материалсене кура категорисем çине уйăрать. Çавăн пекех стандарт теттесен хăрушсăрлăхӗн требованийӗсене палăртать, вӗсемпе усă курнă чухне пулма пултаракан хăрушлăхсене çырса кă