Сăвăлла юмах – кӗçӗн çулхи ачасем валли Нумаях пулмасть Чăваш кӗнеке издательствинче Геннадий Челпирăн «Артей» кăларăмӗ кун çути курчӗ. Ăна икӗ чӗлхепе – чăвашла тата вырăсла – кӗçӗн çулхи ачасем валли хатӗрленӗ. Геннадий Васильевичăн сăвăлла юмахне вырăсла куçараканӗ – Вера Никитина. Редакторӗ – Ольга Иванова, ӳнерçи – Татьяна Бурдина. Геннадий Челпир (Геннадий Васильевич Тимофеев) Пушкăртстанри Çтерлӗпуç тăрăхне кӗрекен Тетӗрпуç ялӗнче 1963 çулхи кăрлач уйăхӗн 1-мӗшӗнче çуралнă. Вăл – поэт, драматург, Чăваш Республикипе Раççей Федерацийӗн Писательсен союзӗсен пайташӗ. Унăн «Виç кӗтеслӗ юрату» пьеси тăрăх Шупашкарти Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ Çамрăксен театрӗ 2017 çулта спектакль лартнă. Çав çулах «Сказочная палитра» театрсен фестивалӗнче трагеди лауреат ятне тивӗçнӗ. Тӗплӗнрех