Добавить в корзинуПозвонить
Найти в Дзене
Suvargazeta23

Мускав тата Пӗтӗм Руç Патриархӗ Кирилл Хусанта аслă кӗлӗ ирттерчӗ

Мускав тата Пӗтӗм Руç Патриархӗ Кирилл Хусанта аслă кӗлӗ ирттерчӗ Мускав тата Пӗтӗм Руçăн Сăваплă Патриархӗ Кирилл июлӗн 21-мӗшӗнче Тутарстан митрополийӗн Хусанти Богородицки мăнастирӗнче Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн соборӗнче литурги ирттерчӗ. Çак кун ирхине 7.30 сехете Хусан Кремлӗнчи Благовещени храмӗ (хулари чи пӗрремӗш православи чиркӗвӗ) умне православи тӗнне ӗненекенсем пухăнчӗç. Палăртнă вăхăтра вӗсем хӗрес йăтса, Турă Амăшӗн Хусан турăшӗпе Богородицки мăнастире çула тухрӗç. Çак кун çынсем нихăçанхинчен нумай пулчӗç-тӗр: хӗрарăмсем, арçынсем, пӗчӗк ачаллă çемьесем, хусансем çеç мар, таçтан инçетрен килнӗ паломниксем те пулчӗç. Тӗплӗнрех

Мускав тата Пӗтӗм Руç Патриархӗ Кирилл Хусанта аслă кӗлӗ ирттерчӗ

Мускав тата Пӗтӗм Руçăн Сăваплă Патриархӗ Кирилл июлӗн 21-мӗшӗнче Тутарстан митрополийӗн Хусанти Богородицки мăнастирӗнче Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн соборӗнче литурги ирттерчӗ.

Çак кун ирхине 7.30 сехете Хусан Кремлӗнчи Благовещени храмӗ (хулари чи пӗрремӗш православи чиркӗвӗ) умне православи тӗнне ӗненекенсем пухăнчӗç. Палăртнă вăхăтра вӗсем хӗрес йăтса, Турă Амăшӗн Хусан турăшӗпе Богородицки мăнастире çула тухрӗç. Çак кун çынсем нихăçанхинчен нумай пулчӗç-тӗр: хӗрарăмсем, арçынсем, пӗчӗк ачаллă çемьесем, хусансем çеç мар, таçтан инçетрен килнӗ паломниксем те пулчӗç.

Тӗплӗнрех

-2