Найти в Дзене
Suvargazeta23

Çӗр ӗçченӗсем вырмана тухрӗç

Çӗр ӗçченӗсем вырмана тухрӗç

Тутарстанра Пăва, Спас, Алексеевски районсенчи хуçалăхсен комбайнӗсем кӗрхи тырăсене пуçтарма тухнă. Кӑçал 1 миллион та 276 пин гектартан пӗрчӗллӗ тыр-пул пухса кӗртмелле. Унсӑр пуçне кӗрхи рапс та çитӗнсе пырать, унӑн лаптӑкӗсем 16 пин гектарпа танлашаççӗ. Кун пирки ТР Ял хуçалăхӗпе апат çимӗç министерствин пресс-служби пӗлтерет.

Иртнӗ эрнере ял хуçалӑхсенче иртнӗ вырма техникин тӗрӗслевӗсем хыççăн комисси Актаныш, Арск, Атня, Балтаси, Пӑва, Çӗпрел, Заинск, Кайпӑç, Тюлячи, Тукай, Теччӗ районӗсенчи хуçалӑхсем ӗçе пуçлама хатӗррине палăртнă. Çавăн пекех июнӗн 16-мӗшӗнчен пуçласа июлӗн 4-мӗшӗччен республикăри элеваторсемпе тырра йышăнакан пунктсен хатӗрлӗхне те тӗрӗсленӗ. Регионта пурӗ 38 элеватор, вӗсенче 2,4 миллион тонна таран тырӑ вырнаçтарма пулать.

ТР Ял хуçалăхӗпе апат çимӗç министерствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.