«Василёк» ача сачӗн пӗчӗк шăпăрланӗсем фронта пулăшаççӗ Ульяновск облаçӗнчи Чертаклă районӗнчи Октябрьски поселокӗнчи «Василёк» ача садӗнче нумай çул ӗçлекен Марина Константиновна Николаева «Рубеж» çар ветеранӗсен регионсен хушшинчи обществăлла организацийӗн «За содействие СВО» медальне тивӗçрӗ. Наградăпа организацин Ульяновск хулипе облаçӗн уйрăмӗн председателӗ Владимир Егорович Ярухин Ульяновскри Винновская ращинче иртнӗ Акатуйра чысларӗ. Марина Константиновна пирӗн ентеш, Пăва районӗнчи Çӗнӗ Мертлӗ ялӗнче çуралса ӳснӗ. Халӗ çемйипе Ульяновск облаçӗнчи Октябрьски поселокӗнче пурăнать. Хăйӗн «Дельфинчик» ушкăнӗнчи ачасемпе (халӗ унта 20 ача çӳрет) СВОри салтаксене гуманитари пулăшăвӗ пухассине йӗркеленӗ. Кашнинчех апат-çимӗç, нуски, алшăлли, гигиена хатӗрӗсем тата водород перекисӗ, зеленка пек медицина препарачӗсем тултарнă 8-10-шар коробкăна гуманитари пулăшăвӗ пухакан пункта леçеççӗ. Тӗплӗнрех