❗❗❗Асăрханăр, вăрмана кайсан юнашар упа пулма пултарать! Тутарстанра юлашки вăхăтра упасене 🐻🐻🐻 ялсем çывăхӗнче курнине ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн пресс-служби пӗлтерет. Хăмăр упасене тӗл пулсан мӗн тумаллине пӗлмеллех. Упасем çынсем патне тухнин тӗп сăлтавӗсем: • 🍓Çырла-кăмпа сезонӗ. Упасем хăмлаçырли, кӗтмел, шурçырли тата ытти вăрман çырлине шыраççӗ. • 🍯Пыл çиме юратни. Чӗрчунсем утарсемпе тискер вӗллесене тустараççӗ. • ❤Мăшăрлану тапхăрӗ. Çу тата çӗртме уйăхӗсенче упа аçисем хăйсене тимсӗртерех тытма пуçлаççӗ. Упана асăрхарăр пулсан ✅лăпкă пулăр, чӗрчуна куçран 👀 ан пăхăр, çурăмпа çаврăнмасăр унтан 🚶♂️ пăрăнăр. Упа сирӗн пата çывхарсан ❌ ан тарăр, ăна хăртса 🗣хытă сасă кăлармалла. Сыхлăх мерисене пăхăнмалла: 🚯Апат-çимӗç юлашкисене вăрманта ан хăварăр. 🏕Кану тумашкăн уçă вырăн суйлăр. 🐻❌ Упа çурисем курсассăн вӗсем патне ан çывхарăр. ❗❗❗Çак правилăсене пăхăнни пурнăçа, сывлăха упраса хăварма пулăшӗ. ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн пресс-служби сăнӳкерчӗкӗ.