Найти в Дзене
Suvargazeta23

Халӑх календарӗпе паян — Мефодий кунĕ

Халӑх календарӗпе паян — Мефодий кунĕ

☔️ Паян çумăр çусан пĕр уйăх ăмăр çанталăк хуçаланĕ.

🐝 Вĕлле хурчĕ сăхма хăтланать-и? Эппин, ку уйăхра çумăр çумĕ, шăрăх пулĕ.

🕸 Эрешмен карти нумай пулсан аслатиллĕ çумăр çăвĕ.

🐜 Кăткăсем пытанаççĕ пулсан вăйлă çил тухать.

👫 Менелник: Аврора, Андрей, Афанасий, Африкан, Василий, Глеб, Гурий, Елисей, Иван, Инна, Лазарь, Лука, Мефодий, Наум, Римма ятлисем паян менелникне паллă тăваççĕ.