Нурлатра иртнӗ Уявра Рустам Миннихановпа Олег Николаев пулса курчӗç Чăваш халăхӗн авалтан пыракан йăлисемпе пуян культури, çутçанталăкпа килӗшӳллӗ те шайлашуллă хутшăнăвӗсем, тӗнчекурăмӗ, тумтир эстетики, философилле шухăш-кăмăлӗ – çаксем йăлт таса та вăйлă çăлкуç евӗр тапса тухрӗç июнӗн 29-мӗшӗнче Нурлат хулинче иртнӗ республика шайӗнчи Уявра. Нумай çӗнӗлӗхпе тӗлӗнтерчӗç те тыткăнларӗç нурлатсем. Уяв лапамӗнче чăннипе куç тулл и илемччӗ. Тӗплӗнрех Сăнӳкерчӗксем
Нурлатра иртнӗ Уявра Рустам Миннихановпа Олег Николаев пулса курчӗç
1 июля 20251 июл 2025
~1 мин