Найти в Дзене
Suvargazeta23

Уяв прологне кӑҫал Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн 80-ҫуллӑхне халалланӑ

Уяв прологне кӑҫал Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн 80-ҫуллӑхне халалланӑ.

Теп сӑнар Ҫӗр-Анне. Ӑна Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Августа Уляндина сӑнларӗ.

Уяв прологӗн режиссёрӗ, Чӑваш хӗрарӑмӗсен союзӗн председателӗ, Хусанти Туслӑх Ҫурчӗн муниципаллӑ йӗркеленӳсемпе Туслӑх ҫурчӗсемпе центрӗсемпе ӗҫлессипе уйрӑм заведующийӗ Сильвия Чаркина, сценарисчӗ ЧР Профессилле писательсен союзӗн пайташӗ, "Сувар" хаҫатӑн тӗп редакторӗ, Тутарстанри Чӑваш писателӗсен союзӗн председателӗ Ирина Трифонова.

Пролог постановкине Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ, Анатолий Музыкантов ертсе пыракан "Сувар" тата "Суварята" ташӑ ушкӑнӗ, Нурлатри "Эсперансо" ташӑ ансамблӗ, районти ача -пӑча ансамблӗсем хутшӑннипе тӗлӗнмелле пысӑк шайра иртрӗ.