УЯВ – Чӑваш халӑхӗн чи ырӑ енӗсен палли
Июлӗн 5-мӗшӗнче Элкел районӗнчи Сиктӗрмере иртнӗ Уявра пуçтарăннă халăха КПРФ лидерӗ Геннадий Зюганов саламларӗ. Уява хутшăнакансем çӗршывăмăрăн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килсе çитнине шута илсен мероприяти Раççей шайӗнчи темелле. Унччен виçӗ çул тăршшӗ кунта республика Уявӗ пулчӗ. Çапла Тутарстанра умлă-хыçлă Нурлатрипе пӗрле икӗ Уяв кӗрлерӗ. Унсăр пуçне район шайӗнчисем – Аксура тата Павлăра.