Учӳк – туслăх фестивалӗ Чăваш халăх культурин питӗ хăйне евӗр йăла-йӗрки вăл. Авалхи тӗнпе пурăнакан йăхташăмăрсем çăлкуç патӗнче – кӗл васанӗ теççӗ сăваплă вырăна – ирхине вăкăр е така пусса Турра чӳклесе параççӗ. Çапла майпа хӗл лайăх каçнăшăн, тулăх тухăçшăн, кил-йыш тӗрӗс-тӗкел пурăнса ирттернӗшӗн тав тăваççӗ тата кăçал та лайăх тухăç пама, ырă пурнăç пиллеме ыйтаççӗ. Элмет районӗнчи Патраклăра пурăнакансем ку йăлана ирттерме пăрахман. 2006 çултанпа вара Учӳка культура программипе пуянлатнă. Ку ӗçе пуçараканӗ Элметри Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçи Инна Лисина. Районта пурăнакан чăвашсене вăл 2002 çултанпа ертсе пырать. Кăçалхи Учӳка туслăх фестивалӗ пек палăртнă вӗсем. Тӗплӗнрех