Добавить в корзинуПозвонить
Найти в Дзене
Suvargazeta23

Кăçал Нурлатра иртекен республика Уявӗнче чăнласах Чăваш туйӗ пулать

Кăçал Нурлатра иртекен республика Уявӗнче чăнласах Чăваш туйӗ пулать Паян «Татар-информ» ИА иртнӗ пресс-конференцин спикерӗсем чăвашсем пулчӗç: Нурлат районӗнчи ЧНКЦ ертӳçи, Нурлатри Халăхсен Туслăхӗн Çурчӗн директорӗ Галина Терентьева, Халăхсен Туслăхӗн Çурчӗн режиссерӗ Джулия Ильдиярова, ТР ЦНКА Ӗçтăвком председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев. Олеся Илифанова ертсе пыракан «Çăлкуç» чăваш халăх ансамблӗ юрăсемпе, такмаксемпе журналистсене чăваш наци уявӗн хумне парнелерӗ. Тӗлпулун сăлтавӗ – июнӗн 29-мӗшӗнче Нурлатра иртекен «Уяв» Республикăн Чăваш наци культурин уявӗ. Йӗркелӳçӗ-спикерсем мероприятин вăрттăнлăхӗсене уçрӗç, ыйтусем çине хуравларӗç. Паллах, Уявăн тӗп пайӗ – юпа çапса çынсене усал-тӗселтен хӳтӗленӗ хыççăн алăран алă тытăнса юрăпа карталанса утасси. Тӗплӗнрех

Кăçал Нурлатра иртекен республика Уявӗнче чăнласах Чăваш туйӗ пулать

Паян «Татар-информ» ИА иртнӗ пресс-конференцин спикерӗсем чăвашсем пулчӗç: Нурлат районӗнчи ЧНКЦ ертӳçи, Нурлатри Халăхсен Туслăхӗн Çурчӗн директорӗ Галина Терентьева, Халăхсен Туслăхӗн Çурчӗн режиссерӗ Джулия Ильдиярова, ТР ЦНКА Ӗçтăвком председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев. Олеся Илифанова ертсе пыракан «Çăлкуç» чăваш халăх ансамблӗ юрăсемпе, такмаксемпе журналистсене чăваш наци уявӗн хумне парнелерӗ.

Тӗлпулун сăлтавӗ – июнӗн 29-мӗшӗнче Нурлатра иртекен «Уяв» Республикăн Чăваш наци культурин уявӗ.

Йӗркелӳçӗ-спикерсем мероприятин вăрттăнлăхӗсене уçрӗç, ыйтусем çине хуравларӗç.

Паллах, Уявăн тӗп пайӗ – юпа çапса çынсене усал-тӗселтен хӳтӗленӗ хыççăн алăран алă тытăнса юрăпа карталанса утасси.

Тӗплӗнрех