Паян Шупашкарта ЧР патшалӑх Оперӑпа балет театрӗнче "Я женщина" - "Эпӗ хӗрарӑм" республика конкурсӗн финалӗ иртет. Ӑна ЧР Хӗрарӑмсен союзӗн председателӗ Наталья Николаева уҫрӗ. Конкурса кӑҫал 2187 заявка килнӗ. Кӑҫал вӑл 5 -мӗш хут иртнине палӑртса хӑвармалла. Хутшӑнакансем 18 ҫултан пуҫласа 100 ҫула ҫитиччен. Финалта Наталья Николаева чи малтан 100 ҫул тултарнӑ Валентина Якимовна Челыщевӑна тата 94-ри Миранда Васильевна Кольцована медальпе наградӑларӗ.
Паян Шупашкарта ЧР патшалӑх Оперӑпа балет театрӗнче "Я женщина" - "Эпӗ хӗрарӑм" республика конкурсӗн финалӗ иртет
25 июня 202525 июн 2025
1
~1 мин