Петр Калеев – «Алга» батальон паттăрӗ – Петя таврăннă ятпа ун чух та эпир пурте яла килтӗмӗр, пахчара ӗçлерӗмӗр – видео та ӳкернӗччӗ-ха. Петяна: «Урăх ан кай ӗнтӗ, мӗн курмаллине куртăн, çитӗ. Ӗçе вырнаç та ӗçле майӗпен», – терӗм. «Юрӗ, юрӗ», – терӗ вăл пире шантарсах, – аса илет 2022 çулхи август уйăхне Роман Петрович Никитин. – Темле майпа Ново-Савиновски районӗн çар комиссарӗ унăн телефон номерне тупнă, шăнкăравласа Тутарстанра «Алга» ятлă батальон йӗркеленни пирки каласа панă. Санăн çапăçу опычӗ пысăк, пире çамрăксене вӗрентекенсем питӗ кирлӗ тесе контракт çырма ӳкӗте кӗртнӗ. Пире Петя кун пирки никама та ним те каламан, вăл кайсан кăна пӗлтӗмӗр. Уяр кун аçа çапнă пек пулчӗ пирӗншӗн ку хыпар. Тӗплӗнрех