Тутарстанра нумай ачаллă çемьесен колледжра вӗренекен ачисене укçа-тенкӗ парса пулăшасшăн Тутарстанра нумай ачаллă çемьесен колледжра вӗренекен ачисене укçа-тенкӗ парса пулăшасшăн. Министрсен Кабинечӗн постановленийӗн проектне республикăри коррупцие хирӗç кӗрешекен комиссин сайтӗнче пичетленӗ. Проекта ырласан, тӳлевсене сентябрӗн 1-мӗшӗнчен пама тутăнаççӗ. Компенсацие 18 тултарман виçӗ е ытларах ачаллă çемьесене параççӗ. Ăна ывăлӗ е хӗрӗ куçăн майпа вӗренет пулсан 23 çула çитиччен илме пулать. Тӗплӗнрех
Тутарстанра нумай ачаллă çемьесен колледжра вӗренекен ачисене укçа-тенкӗ парса пулăшасшăн
17 июня 202517 июн 2025
~1 мин