✨Кӑмӑл пулсан, вӑхӑт тупӑнать Хула кунӗнче, июнӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарта ЧР патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче «Я женщина» - «Эпӗ хӗрарӑм» республика конкурсӗн финалӗ иртрӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсем хушшине Шупашкар районӗнче пурӑнакан Екатерина Иванова та кӗчӗ. Вӑл “Жди меня” номинацире вырӑн йышӑнчӗ. Екатерина - тӗлӗнтерекен хӗрарӑм. Вӑл - 9 ача амӑшӗ, халӗ 10-мӗшне кӗтет. Хӗрарӑм волонтер ӗҫне тӑвать, 11 хут ятарлӑ ҫар операцине салтаксене пулӑшма кайса килнӗ. Екатерина Иванова кӑмӑл, чӑтӑмлӑх пулсан, ҫемйе пулӑшсан, веҫ ӗлкерсе пыма пулать тесе шутлать. @Suvargazeta23