Чӑвашсем фольклор ансамблӗсемпе пуян. Нумай пулмасть Павлӑри Уявра эпир Пушкӑртри Октябрьский хулинчи “Илемпи” коллективӗпе паллашрӑмӑр, сире те вӗсемпе паллаштарма шутларӑмӑр. Ансамбль ертӳҫи, Ахмадеева Наталья Петровна, пире “Илемпи” пирки каласа пачӗ. Ушкӑна 2006 ҫулта йӗркеленӗ, тепӗр ҫул 20 ҫулхи юбилей те паллӑ тума вӑхӑт ҫитет. Вӗсем Пушкӑртстан тӑрӑх ҫынсене савӑнӑҫ кӳрсе ҫӳреҫҫӗ, ҫавӑн пекех кӳршӗ регионсене те юрлама-ташлама ҫӳреҫҫӗ.