«Теччӗ шевлисем» фестиваль пултаруллисене пуçтарчӗ Нумаях пулмасть Аслă Ăнăра чăваш юррипе ташшин «Теччӗ шевлисем» фестивалӗ иртрӗ. Мероприятие Теччӗ районӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗ пуçарнипе йӗркеленӗ. Фестивалӗн тӗллевӗ – йăла-йӗркене асра тытасси, халăх культури патне çамрăксене явăçтарасси тата çӗнӗ талантсем тупса палăртасси. Мероприятие кăçал районти сакăр ялтан пурӗ 60-а яхăн çын хутшăнчӗ. Тӗплӗнрех