Найти в Дзене
Suvargazeta23

Паян Пушкӑртстанри Пелепей районӗнчи Слакпуҫӗнче Константин Васильевич Ивановӑн 135 - ҫулхи юбилейне халалланӑ мероприяти иртет

Паян Пушкӑртстанри Пелепей районӗнчи Слакпуҫӗнче Константин Васильевич Ивановӑн 135 - ҫулхи юбилейне халалланӑ мероприяти иртет.

Константин Иванов "Нарспи" поэма авторӗ. Ӑна 29 чӗлхене куҫарнӑ. Ҫак поэмӑра чӑваш халӑхӗн пурнӑҫ, тӗнчекурӑм философийӗ. Йӑла-йӗркесем, культура историйӗпе пуянлӑхӗ.

Константин Ивановӑн ҫуралнӑ ялне килсе ӑна пуҫ таяс текенсеи йышлӑ пулчӗҫ.

Чӑваш Ен, Тутарстан, Ульяновск облаҫӗн, паллах Пушкӑртстанри районсенчен, чӑвашсем пуҫтарӑннӑ.

Ҫакӑнта паллӑ чӑваш халӑх поэчӗсене Раиса Сарпие, Светлана Асамата, ыттисене курма пулчӗ.