Константин Ивановăн çавра çулне мӗнпур чăваш тӗнчи паллă тăвать Чăваш литературин классикӗ, вилӗмсӗр «Нарспи» поэма авторӗ çуралнăранпа 135 çул çитнине Шупашкарта та анлăн паллă тунă. Чăваш патшалăх академи драма театрӗ «Константин Иванов кунӗ» уяв йӗркеленӗ. Уяв программи Чăваш патшалăх академи драма театрӗн артисчӗсем «Нарспи» поэмăн сыпăкӗсене вуланинчен пуçланнă. Ăна 21 чӗлхене куçарнă. Каласа хăвармалла, 40 çул иртсен «Нарспи» постановка сцена çине тепĕр хут тухĕ. Премьера сентябрĕн 26-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче иртет. Ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн гранчĕпе лартаççĕ. Тӗплӗнрех
Константин Ивановăн çавра çулне мӗнпур чăваш тӗнчи паллă тăвать
29 мая 202529 мая 2025
~1 мин