Апачӗ тутлă пултăр! Фасоль салачӗ Консервăланă фасоле дуршлаг çине силлемелле те таса шывпа çумалла, сăрăхтармалла. Помидора тăрăххăн турамалла. Сыра вак шăтăклă теркăпа хырмалла. Петрушкăпа укропа вӗттӗн турамалла. Ингредиентсене салат савăчӗ çине хурса пӗрлештермелле, пресс витӗр кăларнă ыхра, тăвар тата майонез хушса пăтраштармалла. 200 г консервăланă хӗрлӗ фасоль, 240 г помидор, 70 г сыр, 60 г майонез, петрушкăпа укроп, 1 шăл ыхра, тăвар кирлӗ.