Çырчалли чăвашӗсем 34-мӗш хут Уяв пуçларӗç Майăн 21-мӗшӗнче Çырчалли хулинчи «Çӗнтерӳ» культурăпа кану паркӗнче вырăнти Чăваш наципе культура автономийӗ тăрăшнипе 34-мӗш хут чăвашсен Уявӗ иртрӗ. Мăн асатте-асаннесем Уява çуллахи Микула кунӗ (майăн 22-мӗшӗ) умӗнхи каç пуçланă. Çимӗкрен (Троица умӗнхи кӗçнерникун) вара Уяв юррисене кăнтăрла та юрланă. Питравчченех (июлӗн 12-мӗшӗ) юрланă вара Уяв юррисене. Тӗплӗнрех