Станислав Леонтьев Хусанта та, Сочире те медале тивӗçнӗ
Адаптивлă хоккей фестивальне те хутшăннă, марафона та ӗлкӗрнӗ
Майăн пирвайхи кунӗсенче Тутарстанăн тӗп хулинче спорта юратакансемшӗн пысăк ăмăрту – «Хусан марафонӗ» – иртрӗ. Унта кăçал 25 çӗршывран 34409 çын хутшăнчӗ. Чăннипех те рекорд! Эппин ку марафон Раççейӗпе илсен шоссе тăрăх чупакансен чи пысăк ăмăртăвӗн ятне тивӗçрӗ. Унта хутшăннă ачасем кӗске дистанцисене чупрӗç пулсан, аслисем 3, 10, 21,1 тата 42,2 километрсенче хăйсен вăйӗсене тӗрӗслерӗç.