Добавить в корзинуПозвонить
Найти в Дзене
Suvargazeta23

Паян М.Джалиль ячӗллӗ Тутар патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ТР Раисӗпе Рустам Миннихановпа Ӑслӑ Ҫӗнтерӗвӗн 80-ҫуллӑхне халалланӑ уяв

Паян М.Джалиль ячӗллӗ Тутар патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ТР Раисӗпе Рустам Миннихановпа Ӑслӑ Ҫӗнтерӗвӗн 80-ҫуллӑхне халалланӑ уяв тӗлпулӑвӗ иртрӗ. 10 сехетрен пуҫласа хаклӑ хӑнасене, республикӑри районсенчен килнӗ ветерансене, ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗсем - "Движение первых" организацире тӑракансем, Юнармеецсем, студентсем кӗтсе илчӗҫ. Мероприяти Раҫҫей тата Тутарстан гимнӗсем янранипе пуҫланчӗ. Уяв мероприятийӗнче ТР Раисӗ Рустам Минниханов, ТР Патшалӑх Канашҫи Минтимер Шаймиев, ТР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин, Премьер-министр Алексей Песошин, министерствосемпе ведомствосен, тӗн представителӗсем, вӑрҫӑ ветеранӗсем, СВОна хутшӑннисем пулчӗҫ. "Ҫӗнтерӳ кунӗ чӑннипе те пӗтӗм халӑх уявӗ. Вӑл Раҫҫейӗн кашни гражданинӗшӗн хаклӑ. 80 ҫул иртсен те ҫухату ыратӑвӗпе, савӑнӑҫ кашни килте пурӑнать. Эпир салтаксен хӑюлӑхӗпе паттӑрлӑхне манман. Паян вӗсен мӑнукӗсем СВОра ҫӗршыва хӳтӗлеҫҫӗ. Пысӑк тав сире пурсӑра та", - терӗ Рустам Минниханов.

Паян М.Джалиль ячӗллӗ Тутар патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ТР Раисӗпе Рустам Миннихановпа Ӑслӑ Ҫӗнтерӗвӗн 80-ҫуллӑхне халалланӑ уяв тӗлпулӑвӗ иртрӗ.

10 сехетрен пуҫласа хаклӑ хӑнасене, республикӑри районсенчен килнӗ ветерансене, ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗсем - "Движение первых" организацире тӑракансем, Юнармеецсем, студентсем кӗтсе илчӗҫ.

Мероприяти Раҫҫей тата Тутарстан гимнӗсем янранипе пуҫланчӗ. Уяв мероприятийӗнче ТР Раисӗ Рустам Минниханов, ТР Патшалӑх Канашҫи Минтимер Шаймиев, ТР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин, Премьер-министр Алексей Песошин, министерствосемпе ведомствосен, тӗн представителӗсем, вӑрҫӑ ветеранӗсем, СВОна хутшӑннисем пулчӗҫ.

"Ҫӗнтерӳ кунӗ чӑннипе те пӗтӗм халӑх уявӗ. Вӑл Раҫҫейӗн кашни гражданинӗшӗн хаклӑ. 80 ҫул иртсен те ҫухату ыратӑвӗпе, савӑнӑҫ кашни килте пурӑнать. Эпир салтаксен хӑюлӑхӗпе паттӑрлӑхне манман. Паян вӗсен мӑнукӗсем СВОра ҫӗршыва хӳтӗлеҫҫӗ. Пысӑк тав сире пурсӑра та", - терӗ Рустам Минниханов.