Добавить в корзинуПозвонить
Найти в Дзене
Suvargazeta23

Хусан «Вилӗмсӗр полка» тухать

Хусан «Вилӗмсӗр полка» тухать Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çуллăхне халалланă мероприятисем Хусанта майăн 9-мӗшӗнче ирхине 9:00 сехетре пуçланаççӗ. Курма килекенсене маларах çитме сӗнетпӗр, мӗншӗн тесен уяв вырăнӗсене тӗрӗслемесӗр кӗртмеççӗ, ку вара вăхăта илет. Уяв программи: 1.Парад 9:00 Çӗнтерӳ паркӗнчи Ӗмӗрлӗх çулăм патне чечек хурас тата ятарлă çар операцине хутшăннисене халалланă пулас мемориалăн пӗрремӗш чулне хурас церемонисем. 10:00 Хусанăн 1000 çуллăхӗн тӳремӗнче Хусан гарнизонӗн тата çар техникин парачӗ. Колоннăна легендарлă «Колхозник Татарии» Т-34 танкпа пӗрлех хальхи çар техники «Прорыв» Т-90М, «Армата» Т-14, БТР-80, «Терминатор» БМП ертсе пырӗç. Май уйăхӗн 9-11-мӗшӗсенче тӗп стадион умӗнче вăрçă вăхăтӗнчи тата хальхи çар, агротехника куравӗ ӗçлет. Унта «Ансат» вертолета, «КАМАЗ-мастер» машинăна тата ытти техникăна курма пулать. 2. «Вилӗмсӗр полк» «Вилӗмсӗр полк» кăçал офлайн мелӗпе пулать. Унта хуть кам та хутшăнма пултарать. Хăвăрпа вăрçăра пулнă тăванăрсен сăнӳкерчӗкӗ пулмал

Хусан «Вилӗмсӗр полка» тухать

Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çуллăхне халалланă мероприятисем Хусанта майăн 9-мӗшӗнче ирхине 9:00 сехетре пуçланаççӗ. Курма килекенсене маларах çитме сӗнетпӗр, мӗншӗн тесен уяв вырăнӗсене тӗрӗслемесӗр кӗртмеççӗ, ку вара вăхăта илет.

Уяв программи:

1.Парад

9:00 Çӗнтерӳ паркӗнчи Ӗмӗрлӗх çулăм патне чечек хурас тата

ятарлă çар операцине хутшăннисене халалланă пулас мемориалăн пӗрремӗш чулне хурас церемонисем.

10:00 Хусанăн 1000 çуллăхӗн тӳремӗнче Хусан гарнизонӗн тата çар техникин парачӗ. Колоннăна легендарлă «Колхозник Татарии» Т-34 танкпа пӗрлех хальхи çар техники «Прорыв» Т-90М, «Армата» Т-14, БТР-80, «Терминатор» БМП ертсе пырӗç.

Май уйăхӗн 9-11-мӗшӗсенче тӗп стадион умӗнче вăрçă вăхăтӗнчи тата хальхи çар, агротехника куравӗ ӗçлет. Унта «Ансат» вертолета, «КАМАЗ-мастер» машинăна тата ытти техникăна курма пулать.

2. «Вилӗмсӗр полк»

«Вилӗмсӗр полк» кăçал офлайн мелӗпе пулать. Унта хуть кам та хутшăнма пултарать. Хăвăрпа вăрçăра пулнă тăванăрсен сăнӳкерчӗкӗ пулмалла.15:00 сехетрен тытăнса колонна Карл Маркс, Лобачевский, Кремлевская урамӗсемпе иртет. Хутшăнма кăмăл пуррисем 12.00 сехетре Карл Маркспа Толстой урамӗсем хӗресленнӗ вырăна килмелле.

3. Интерактивлă программăсем

14:00 — 18:00 Бауман урамӗ 1945 çулхи Хусана çаврăнать: блиндажсем, çар комиссариачӗн кабинечӗ, Шаляпин, Хусан кушакӗн палăкӗсем патӗнче вӗрсе каламалли инструмент оркестрӗсен концерчӗсем…

14:00 — 18:00 Хусан Кремлӗнче музей экспоначӗсемпе квестсенчен тăракан «Все для фронта, все для Победы» проект.

«Была война…» спектакль

4. Концертсем:

15:00 Çӗнтерӳ паркӗнче ача-пăчапа çамрăксен концерчӗ.

18:00 Çӗнтерӳ паркӗнче оркестр 1930 — 1940 çулсенчи юрăсен кӗввисене калать.

19:00 Хусанăн 1000 çуллăхӗн тӳремӗнче «Поющая Казань» пин çынран тăракан хорпа халăх артисчӗсен гала-концерчӗ.

5. Салют

22:00 Казанка акваторийӗ çийӗн 6-минутлă фейерверк.

Транспорт:

Майăн 9-мӗш кунхине обществăлла транспорт вăйлатнă режимпа ӗçлет. Салют хыççăн халăха турттарма «Энергетика университечӗ» тата Ташаякпа Саид Галлев урамӗсем хӗресленнӗ вырăнти чарăнуран хушма автобуссем яраççӗ.