Раиса Юдина: «Анне кӗлтуни тетесене упранă пулӗ» Çак маттур хӗрарăм 90 çулпа пынине пӗрре те шанас килмерӗ. Сăн-пуçӗпе чиперскер, ăс-тăнӗпе хăш-пӗр çамрăк çынран та ирттерекен хӗрарăма çитмӗлтен ытла памастăн. Каласа панисене вара кунӗпе итлесе ларма хатӗр, чăн-чăн сăмах ăсти Райкакка. Раиса Александровна Юдина 1935 çулхи декабрӗн 9-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Шăхаль ялӗнче çуралнă. Ӗмӗрне вăл Алешкин Саплăк ялӗнче ирттерет. Пурăнакан кил-çурчӗ те хăй пекех хăтлă та тирпейлӗ. Тӗплӗнрех