Апрелӗн 18-мӗшӗнче Нурлат хулинче Тутарстанри чӑваш ҫыравҫисен VI съезчӗ иртрӗ. Унта Шупашкартан та хаклӑ хӑнасем - Светлана Асамат, Марина Карягина, Арсений Тарасов, Олег Цыпленков, Галина Кӗмӗл - килсе ҫитнӗччӗ. Чӑваш халӑх поэчӗ Светлана Асамат Чӑваш наци радиовӗнче хӑйӗн «САС» авторла кӑларӑмӗнче съезд пирки каласа кӑтартрӗ. Ҫӳлерех асӑннӑ хисеплӗ тусӑмӑрсем те хутшӑннӑ ку кӑларӑма. Апрелӗн 22-мӗшӗнче эфира тухнӑ кӑларӑма эсир те итлесе пӑхма пултаратӑр, хисеплӗ тӑванӑмӑрсем🤗
Апрелӗн 18-мӗшӗнче Нурлат хулинче Тутарстанри чӑваш ҫыравҫисен VI съезчӗ иртрӗ
24 апреля 202524 апр 2025
~1 мин