Найти в Дзене
Suvargazeta23

Апрель вӗçӗнче ӗç эрни кӗске пулать

Апрель вӗçӗнче ӗç эрни кӗске пулать

Тутарстанра çитес эрнере пилӗк кун ӗçлекенсен ӗç эрни кӗске пулнине республикӑри производство календарӗ çирӗплетет.

Çитес эрнере виçӗ кун çеç – апрелӗн 28-мӗшӗнчен пуçласа 30-мӗшӗччен  – ӗçлӗпӗр. Майӑн 1-мӗшне (Çуркуннепе Ӗç уявне) паллă тунипе çыхăннă ку. Унсӑр пуçне Тутарстанра пурӑнакансем майӑн 2-мӗшӗнче (январӗн 4-мӗшне куçарнипе) канаççӗ.

Тепӗр эрнери юлашки ӗç кунӗ, апрелӗн 30-мӗшӗ, уяв умӗн пулнăран кӗске пулать. Çавӑнпа çак кун пӗр сехет сахалтарах ӗçлӗпӗр, ӗç укçи тӳленӗ чухне нимӗн те çухатмăпăр.