Чăваш халăхӗ малашне тепӗр паттăр та сумлă ывăлӗпе – Михаил Марцевпа тивӗçлипе мăнаçланма пултарать. Теччӗ районӗнчи Çармăс ялӗнче çуралса ӳснӗскере иртнӗ эрнере Раççей Геройӗ ята пачӗç. Октябрӗн 4-мӗшӗнче «Ылтăн çăлтăра» 36-ри офицера РФ оборона министрӗ Андрей Белоусов хăй çакса ячӗ.
Михаил Марцев подполковника маларах икӗ хутчен «Паттăрлăхшăн» орденпа, «Тăван çӗршыв умӗнчи тивӗçсемшӗн» орден медалӗпе чысланă. Хыпар савăнтарчӗ тени сахал, мăнаçлăхпа хавхалану çуратрӗ вăл пирӗн чӗресенче. Паянхи кун паттăрпа ентешӗсем кăна мар, мӗнпур Тутарстан çынни мăнаçланать.
Паттăр чăваш ывăлне РФ Геройӗ ятне Угледар хулине ирӗке кăларнă хыççăнах пачӗç. Сăмах май, СВО зонинче вăл пӗрремӗш кунранах. Çар вӗренӗвне Михаил Марцев Хусанти танк училищинче пуçланă (2005-2007 çулсем), унтан Инçет Хӗвелтухăçӗнчи Благовещенск хулинчи Рокоссовский ячӗллӗ пӗтӗмӗшле çар командованийӗн аслă училищине куçать. Çапла пирӗн Михаил элитлă тинӗс çар пехотин 810 уйрăм гварди бригадине лекет.
Ку эрнере эпир унăн тăван килӗнче пулса ашшӗ-амăшӗпе, вӗрентекенӗсемпе тӗл пултăмăр.
Подробнее: https://suvargazeta.ru/news/tema-dnya/tecc-kacci-mixail-marcev-raccei-geroi