Найти тему
Suvargazeta23

#МойГеройМояСемья: Петр Гаврилов-Меречен – поэт-фронтовик

«Сувара» нумай çул çырăнса илсе вулакансем Аксу районӗнчи Меречен ялӗнче пурăннă паллă сăвăçа, педагога, обществăлла деятеле П. М. Гаврилов-Меречене аван астăваççӗ ӗнтӗ. Петр Михайлович хăйӗн сăввисене редакцие тăтăш ярса тăратчӗ, вулакансем унăн хайлавӗсене пирӗн хаçатăн страницисенче час-часах вулама пултарнă.

Шел те, 2019 çулхи февраль уйăхӗнче 93 çулти хисеплӗ поэт, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗ пирӗнтен яланлăхах уйрăлса кайрӗ, республикăри талантлă чăваш сăвăçине çухатрăмăр. 

Петр Михайлович çав тери сăпайлă, ӗçчен, ырă кăмăллă çынччӗ. Аксу районӗнчи Меречен ялӗнче 1925 çулта çуралнăскерӗн ачалăхӗ те, çамрăклăхӗ те çăмăл килмен. Ашшӗ, Михаил Константинович, çамрăклах вилнӗ. Амăшӗ, Дарья Даниловна, тăватă ачине пӗчченех ӳстерсе ура çине тăратнă. Петр, çемьери аслă ывăл, 10 çулта чухнех амăшӗпе пӗрле колхоза ӗçлеме çӳренӗ. Шкулта аван вӗреннӗ.

1941 çулта вăрçă пуçлансан 16 çулти Петра ял Совечӗн секретарьне суйланă. Çав вăхăтрах вăл клуб заведующийӗнче те тăрăшнă, колхозри комсомол организацине ертсе пынă. 17 çул тултарсан Житомир çар училищине вӗренме кӗнӗ. Вӗренсе пӗтерсен сывлăш десанчӗн йышӗнче вăрçа хутшăннă. Фронтра икӗ хутчен аманнă. Çӗнтерӳ умӗн госпитальтен вăрçă инваличӗ пулса тăван ялне таврăннă. Вăрçăра хăюлăх кăтартнăшăн ăна икӗ орденпа тата 20 яхăн медальпе наградăланă. 

Таврăнсан каллех вунă çула яхăн ял Совет секретарӗнче, Культура çурчӗн ертӳçинче тăрăшнă. Çемье çавăрса мăшăрӗпе Феодосия Афанасьевнăпа пилӗк ача çуратса ӳстернӗ. Чистайри педучилищӗрен, И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика институтӗнчен вӗренсе тухса алла диплом илсен хӗрӗх çул шкулта ачасене вӗрентнӗ Петр Михайлович. 

Çамрăкранах сăвăсем çырма пуçланăскерӗн 20-е яхăн кӗнеки кун çути курнă. Петр Гаврилов-Мереченӗн хайлавӗсем Шупашкарта, Хусанта, Самарта, Ульяновскра, Нурлатра, Аксура, Анат Камăра чăвашла тухса тăракан хаçат-журналсенче тăтăш пичетленнӗ. Унăн чылай сăввине композиторсем юрра хывнă. 

Петр Михайлович Гаврилова тăван ялӗнче Мереченре, Аксупа Анат Кама районӗсенче пурăнакансем ырăпа аса илеççӗ, сума суса асра тытаççӗ. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗ мӗн пурнăçран уйрăличчен — 70 çул ытла — сăвăсем çырчӗ.

#МойГеройМояСемья

Редакци архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

-2