Йӗркелӳ комитетӗнчен пӗлтернӗ тăрăх, унта республикăри хуласемпе районсенчен 90 делегат тата 30 хăна пуçтарăнмалла. Çавсен шутӗнче ТР Халăхсен ассамблейипе Туслăх Çурчӗн, ӗç тăвакан власть представителӗсем, районсенчи Чăваш наципе культура центрӗсен председателӗсем, çамрăксен пӗрлешӗвӗн активисчӗсем тата ыттисем пулаççӗ. Хаклă хăнасен шутӗнче РФ Геройӗ, Раççей Чăвашсен федераллă наципе культура автономийӗн председателӗ Николай Гаврилов килесси паллă. Кун йӗркинче иртнӗ 3 çулти ӗç планне пăхса тухса пӗтӗмлетӳсем тăвасси тата çитес виçӗ çуллăха ӗç программине хатӗрлесси. Йӗркелӳ комитечӗ пӗлтернӗ тăрăх, тӗп докладпа ЧНКА Канашӗн председателӗн пӗрремӗш çумӗ К. А. Малышев тухса калаçать. Унсăр пуçне хăйсен ӗçӗпе Хусанти нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗн директорӗ С. Н. Чаркина, чăваш çамрăкӗсен «Аталан» пӗрлешӗвӗн ертӳçи Елизавета Савелькина паллаштарасси паллă. Паллах, тӗп ыйтусен шутне Автономин председателӗн суйлавӗпе Канаш йышне палăртасси кӗрет. Хальхи вăхăтра ЧНКА Канаш
Ыран, мартăн 30-мӗшӗнче, Тутарстан Республикинчи Чăваш наципе культура автономийӗн отчетпа суйлав конференцийӗ иртет
29 марта 202429 мар 2024
1 мин