2022 çулхи сентябрь уйăхӗнче мобилизаци пуçлансан Максима та çар комиссариатӗнчен повестка килсе панă. Арçын çакна кӗтнӗ — шухăш-кăмăлӗпе хатӗр пулнă вăл Тăван çӗршыва хӳтӗлеме. Паянхи саманара паттăрсем çинчен нумай калаçатпăр. Тӗрӗссипе каласан вара вӗсем хамăр хушăрах пурăнаççӗ. Геройсем хамăр пек çынсен хушшинченех тухнă. Эпир килте мирлӗ, кулленхи пурнăçпа пурăнатпăр. Донбасра мӗн пулса иртни пирки массăллă хыпар хатӗрӗсем урлă пӗлетпӗр-ха, унтан килекен хыпарсемпе интересленсех тăратпăр. Гуманитари пулăшăвӗ пухас ӗçе те хастар хутшăнатпăр. Унти, çапăçу хирӗнчи салтаксем мӗн курнине, мӗн тӳснине эпир пӗлместпӗр. Пит каласа та парасшăн мар вӗсем хăйсене мӗн чăтма тивни пирки. Каласа парсан та ӗненес килмест çакăн пек усаллăх паянхи пурнăçра пулса иртет тенине. Максим Теччӗ районӗнчи Пухтел ялӗнче çуралса ӳснӗ, ялти шкулта вӗреннӗ. Сăпайлă та ӗçчен, яланах пурне те пулăшма хатӗрскер. 32 çулта вăл. Хăй вăхăтӗнче салтакра пулса кирлӗ çар специальноçне алла илнӗ. Ăнăçлă хӗсмет ирт
Максим шучӗпе, Тăван çӗршыва хӳтӗлесси — кашни арçыннăн тивӗçӗ
26 февраля 202426 фев 2024
1
2 мин