Февралӗн 8-мӗшӗнче ТР Наци библиотекинче «Йорт» комикссен пуххин хăтлавӗ иртрӗ ТР Наци библиотеки 2023 çул вӗçленнӗ тӗле тӗрӗк чӗлхиллӗ халăхсен «Йорт» комикссен пӗрремӗш сборникне кăларнă. Çак пысăк ӗçе тума ТР Çамрăксен министерстви тата ТР Культура министерстви пулăшнă. Сборнике ТР Наци культурисен тата йăлисен çулталăкне халалланă. «Йорт» — çав тери пысăк пулăм, халиччен кунашкал проект çинчен калаçман та. Çавăнпа çакăн пек хăюллă утăм тăвакансене, пултаруллă çамрăксене çитӗнӳпе саламласа ăнăçу сунмалла тата малашне интереслӗрех те интереслӗрех кăларăмсем кӗтмелле. Паха хут çинчи шурă-хура ӳкерчӗксем. Пӗр-пӗринчен инçетре пурăнакан тӗрлӗ наци ывăлӗ-хӗрӗн ӳкерчӗкӗсен сюжечӗсем кашнин хăйӗн — пӗри савăнăçӗ çинчен каласа кăтартать, теприн — хурлăхлă, виççӗмӗшӗçапла майпа шӳтлет тата теприн асамлă, тата, тата... Анчах вӗсем пурте ырă, çутă сăнарлă — тăван киле, ачалăха аса илтереççӗ. Комикссен пуххине 70 ӗç кӗнӗ. Авторсем ӳкерчӗксене хăйсен чӗлхипе çырнă — тутарла, чăвашла, пушкăр