Нумай пулмасть Пичет çуртӗнче «Петр Егоров — наш современник» кӗнекен хăтлавӗ иртрӗ. Кăларăм Чăваш кӗнеке издательствинче кун çути курнă, ăна П. Е. Егоров зодчий ячӗллӗ «Ăрусен астăвăмӗ» культурăпа истори еткерлӗхӗн фончӗн учредителӗ тата директорӗ Евгений Дмитриев пухса хатӗрленӗ. Яваплă редакторӗ — Атнер Хусанкай, издательство редакторӗ — Владимир Степанов. «Ку кăларăм — монографи мар, ăна историлле тата публицистикăлла кăларăм тесен тӗрӗсрех пулӗ. Унта историксен, ӳнер, тăван ен тӗпчевçисен, Шупашкар, Мускав, Питӗр тата Таллин хулисенчи чиркӳсенче тăрăшакансен статйисем кӗнӗ. Вӗсем архитектор мӗнле çемьере çуралса ӳснине, ăçта вӗреннине, пултарулăх çулӗ çине еплерех тухнине каласа параççӗ, унăн еткерлӗхӗпе туллин паллаштараççӗ», — тесе палăртнă статьясен пуххинче кăларăма пухса хатӗрлекен. Кӗнеке уявне Чăваш кӗнеке издательствин ӗçченӗсем, Ирина Андреева ӳнерçӗ, статьясен авторӗсем тата ыттисем те хутшăнчӗç. Малтанах Евгений Дмитриев кăларăма хатӗрлес шухăш еплерех çуралнине каласа