Аксу районӗнчи Емелькино ял хутлăхне кӗрекен ялсенче пурăнакансен те ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксемшӗн чунӗсем ыратаççӗ. Районти волонтерсене гуманитари пулăшăвӗ пухса пама унччен те нумай пулăшнă-ха вӗсем. Нумай пулмасть вара тата Çӗмӗртлӗпе Емелькинăра пурăнакан хастарсем маскировка сетки çыхма вӗреннӗ. Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене май пур таран пулăшма тăрăшать халăх. Ку ырă ӗçе пач та хутшăнман пӗр ялпа хула та çук пулӗ. Пӗрисем Тăван çӗршыв интересӗсене хӳтӗлекен ентешсем валли хăвăрт пăсăлман апат-çимӗç хатӗрлеççӗ, теприсем куллен кирлӗ япаласем туянса параççӗ, аппасемпе кинемисем ăшă чăлха-алсиш çыхаççӗ, ачасем çырусем çыраççӗ, теприсем хатӗрленӗ гуманитари пулăшăвне СВО зонине çитереççӗ... Пултарнă таран кашни тăрăшать, пулас çӗнтерӗве тӳпе кӗртме ăнтăлать. Аксу районӗнчи Емелькино ял хутлăхне кӗрекен ялсенче пурăнакансен те ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксемшӗн чунӗсем ыратаççӗ. Районти волонтерсене гуманитари пулăшăвӗ пухса пама унчче
Емелькинсемпе çӗмӗртлӗсем салтаксем валли маскировка сетки çыхаççӗ
15 января 202415 янв 2024
2
2 мин