Найти в Дзене
Suvargazeta23

Апрелӗн 11-12-мӗшӗсенче йӳнӗрех хакпа çырăнма май пур

Апрелӗн 11-12-мӗшӗсенче йӳнӗрех хакпа çырăнма май пур! Хаклă вулакансем! 2025 çулăн 2-мӗш çур çулне хаçат-журнал çырăнмалли кампани малалла тăсăлать. «Сувар» хаçата хуть хăш çыхăну уйрăмӗнче те çырăнса илме май пур. Çавăн пекех Раççей Почтин podpiska.pochta.ru сайчӗ урлă та килтен тухмасăрах çырăнма пулать. Паянпа ыран йӳнӗрех хакпа çырăнма май пур! Раççей Почти апрелӗн 2-мӗшӗнчен тытăнса 12-мӗшӗччен çырăнтару декади ирттернине тепӗр хут аса илтеретпӗр сире, хисеплӗ вулакансем. Хаçатăн иртнӗ номерӗнче «Суварăн» çырăнтару хакӗсене почта сайчӗ йӗркеллӗ ӗçлеменнипе тӗрӗс мар палăртнăччӗ, куншăн каçару ыйтатпăр. Тутарстанра пурăнакансемшӗн «Сувара» 2025 çулăн 2-мӗш çур çулне 6 уйăха çырăнмалли тӗп хак 852 тенкӗ те 78 пус. Декада вăхăтӗнче вара, апрелӗн 12-мӗшӗччен, 749 тенкӗ те 46 пуспа çырăнма пулать. Паянпа ыран çак майпа усă курса юлăр, тăванăмăрсем! «Сувара» Раççейӗн ытти регионӗсенче пурăнакан чăвашсем те çырăнса илсе вулаççӗ. Тӗслӗхрен, кулленхи çырăнакансем Чăваш Енре, Пушкăртста

Апрелӗн 11-12-мӗшӗсенче йӳнӗрех хакпа çырăнма май пур!

Хаклă вулакансем! 2025 çулăн 2-мӗш çур çулне хаçат-журнал çырăнмалли кампани малалла тăсăлать. «Сувар» хаçата хуть хăш çыхăну уйрăмӗнче те çырăнса илме май пур. Çавăн пекех Раççей Почтин podpiska.pochta.ru сайчӗ урлă та килтен тухмасăрах çырăнма пулать. Паянпа ыран йӳнӗрех хакпа çырăнма май пур!

Раççей Почти апрелӗн 2-мӗшӗнчен тытăнса 12-мӗшӗччен çырăнтару декади ирттернине тепӗр хут аса илтеретпӗр сире, хисеплӗ вулакансем. Хаçатăн иртнӗ номерӗнче «Суварăн» çырăнтару хакӗсене почта сайчӗ йӗркеллӗ ӗçлеменнипе тӗрӗс мар палăртнăччӗ, куншăн каçару ыйтатпăр. Тутарстанра пурăнакансемшӗн «Сувара» 2025 çулăн 2-мӗш çур çулне 6 уйăха çырăнмалли тӗп хак 852 тенкӗ те 78 пус. Декада вăхăтӗнче вара, апрелӗн 12-мӗшӗччен, 749 тенкӗ те 46 пуспа çырăнма пулать. Паянпа ыран çак майпа усă курса юлăр, тăванăмăрсем!

«Сувара» Раççейӗн ытти регионӗсенче пурăнакан чăвашсем те çырăнса илсе вулаççӗ. Тӗслӗхрен, кулленхи çырăнакансем Чăваш Енре, Пушкăртстанра, Марий Элта, Самара, Ульяновск, Челябинск облаçӗсенче, Мускавпа Санкт-Петербург, Сочи хулисенче те пур. Хаçатăмăра Раççейӗн хуть те хăш регионӗнче те чăрмавсăрах çырăнса илме пулать. «Сувар» индексӗ Тутарстанра – П2340, ытти регионсенче – П7093. Чăваш пулар, пӗрле утар – вулар кашни килте «Сувар»!

Реклама. 16+

Филиал АО «ТАТМЕДИА» «Редакция газеты «Сувар» ИНН 1655144950

Erid: 2VtzqwqVCPb

Реклама АО «ТАТМЕДИА».