Мускаври ВДНХ павильонӗсенче халăхсен хушшинчи «Раççей» курав-форум пырать. Кашни регион унта хăйне презентацилет. Декабрӗн 1-мӗшӗнче Чăваш Республикин кунӗ иртрӗ. Чăвашсен стендне тупас тесен тухья шыра Ирхине форум хăнисем ВДНХ хапхи умӗнчи Раççей картти умӗнче чарăнса тăчӗç. Çак Чăваш Республикин пуçарăвӗ умӗнче пӗрле сăн ӳкерӗнессинчен пуçланчӗ те чăвашсен кунӗ. Чăваш Республикин Пуçлăхӗ Олег Николаев ертсе пыракан йышлă делегаци Çӗнӗ çул тӗлне капăрлатнă чăрăшсен умӗнче чарăнса тăчӗ. Кашни регионăн хăйӗн чăрăшӗ, хăйӗн эрешӗсем — питӗ хитре курăнса тăраççӗ хӗллехи капăр пикесем. Çӗршыври технологисем мала кайнине çак куравра тӳрех асăрхатăн. Регионсен çăмăл мар тӗллеве пурнăçламалла: ыттисенчен уйрăлса та тăмалла, хăвăн чи илӗртӳллӗ енне те кăтартмалла. Кунта шурă упасем те пур, тем пысăкăш крабсем те, бурятсен серкки те, аçтăрхансен тӗви те, псковсем былинăри паттăрсен палăкӗсене кăтартаççӗ, волгоградсем — хӗç çӗкленӗ хӗрарăма, ульяновсксем — самолет кабинине, алтайсем хăйсен улăп