Найти в Дзене
Тӳпе Юркки

КАҪАРСАМ

Каҫарсам . Васкамасӑр каҫар : Совеҫна вӑратмасӑр шутла . Ҫук пулсассӑн - тытар та хуҫар : Ҫулҫӑсем ҫавах вӗт сап-сар . Каҫарсам . Шӑварсам шанчӑка : Ан хӗрхен пӗр тумлам та пулин ? Эп утатӑп ватса курӑка :  - Сукмака сармалла- и пӗрин ? Ан каҫар . Айӑппах хӑварсам : Кӑвайтна санӑнне сӳнтерсеччӗ . Хамӑнне ҫунтармашкӑн ыйтсан , Шанчӑкпа та пулин эс вӗрсемччӗ .

Каҫарсам . Васкамасӑр каҫар :

Совеҫна вӑратмасӑр шутла .

Ҫук пулсассӑн - тытар та хуҫар :

Ҫулҫӑсем ҫавах вӗт сап-сар .

Каҫарсам . Шӑварсам шанчӑка :

Ан хӗрхен пӗр тумлам та пулин ?

Эп утатӑп ватса курӑка :

 - Сукмака сармалла- и пӗрин ?

Ан каҫар . Айӑппах хӑварсам :

Кӑвайтна санӑнне сӳнтерсеччӗ .

Хамӑнне ҫунтармашкӑн ыйтсан ,

Шанчӑкпа та пулин эс вӗрсемччӗ .