Самар облаçӗнчи Тольятти хулинче чăвашсем сахалăн мар пурăнаççӗ. Хăй вăхăтӗнче çак хулари автозаводра ӗçлеме Тутарстан чăвашӗсем те пайтахăн кайнă. Унта Чăваш наципе культура автономийӗ те йӗркеленӗ йăхташăмăрсем. Обществăлла организаци ăнăçлă ӗçлет: тăтăш тӗрлӗ мероприятисем ирттерет, область шайӗнче иртекен мешехесенче те хăйсене тивӗçлӗн кăтартаççӗ Тольятти чăвашӗсем. Ак ноябрӗн 12-мӗшӗнче Тольяттири «Истоки» библиотекăра çуллахи каникул хыççăн çӗнӗрен чăваш чӗлхи клубӗ ӗçлеме пуçларӗ тесе пӗлтереççӗ çак хулара пурăнакан вулаканăмăрсем. Уроксене Самар облаçӗнчи пӗртен-пӗр чăваш çыравçи, пирӗн ентешӗмӗр – Аксу районӗнчи Кивӗ Тимушкелӗнче çуралса ӳснӗ Владимир Левуков ертсе пырать. Чăвашла тӗплӗнрех вӗренес, пӗлӗве тарăнлатас текенсем сахалăн мар. Чи малтан пухăннисен умӗнче Тольятти хулинчи ЧНКА правленийӗн председателӗ Александр Бикмурзин тухса калаçрӗ, килнисене тăван чӗлхене вӗренессинче ăнăçу сунчӗ, унпа калаçура анлăнрах усă курма сӗнчӗ. «Истоки» библиотекăн заведующийӗ Ольга А