Вăрманта
Сиксе тухрĕ пăтăрмах
Симĕс вăрман хĕрринче
Ула курак, ват хурах
Ларать юман тăрринче
Çăварĕнче хур чĕппи
Апатланма пуçлайман
Çăтса (я)расччĕ чĕмерри
Сас сармăччĕ ват юман.
Çав вăхăтрах вăрманпа
Чее тилĕ чуптарнă
Сĕлекийĕ выçăпа
Курăк çине тумланă
Çак селĕмлĕ çут туйăм
Пуçа çÿле çĕклетет
Касăхтаракан курăм
Япшар сăмах витерет:
"Эй, куракăм сан сассу
Йĕри- тавра илтĕнет
Санран хитре калаçу
Çутçанталăк вĕт кĕтет.
Ула курак , юрласам
Çепĕç сасна кăтартсам
Санран хитре юрлакан
Çут тĕнчере эп курман!
"Ула курак савăнса
Çăвар тулли кранклатать
Чĕппи вара вăркăнса
Тил(ĕ) çăварне капланать.
Çак халапа вĕçлесе
Çапла çырса хăварас:
"Ултавçăсе итлесе
Ан юл тăрса çарамас!" 30.08.2007 çул.
Печкин Владимир Антонович.