Эй, Чăвашăм, эс, хăçан cассуна хуть хăпартан ?
Эй, Чăвашăм , эс, хăçан
Хура халăхран тухан?
Мĕн ĕмĕрте асапра
Тĕттĕмре те хурлăхра
Тен, телейлĕ пурнăçу
Сан çухалнă вăхăтра ?
Чи хăватлă манăçу
Е хупланă пулăмра ?
Калаçаççĕ, ĕлĕкрех
Пулнă,теççĕ, хисепре
Халĕ ĕнтĕ пурпĕрех
Çак мăнтарăн чăвашсе
Пулнă, тет ,вĕсен патша
Е Ĕмпӳ, кама мĕнле килĕшет
Халăхсем йĕри-тавра
Вĕсенчен шикленнĕ,тет.
Тет, тени халь иртсе кайнă
Пулăмра ĕмĕт арканнă
Тискер халăх аталаннă
Чăваша та парăнтарнă.
Мĕскĕн чунлисем шикленнĕ
Тăшман куçĕнчен тинкернĕ
Парăнманни васкаса
Тухса тарнă вăрмана…
Вăхăт шăвать майĕпе.
Урăх халăх вăйĕпе
Ар енĕпе çыхăнать
Ют чĕлхепе калаçать.
Акă, ĕнтĕ, урăх халăх
Тухрĕ мĕскĕн чăвашран
Ĕмпӳрен пулать мăн хан
Тутарсен çукрах турхан....
Çаплипех пĕтрĕ-ши халăх
Тĕп пулчĕ-ши асапра ?
Çук иккен, мăнтарăн çармăс
Пăрттаспа пулнă çумра.
Вăрманта ,вĕт,йывăр пурнăç
Тыр-пулне туса илме
Каçсерен çил-тăвăл урмăш
Тыллать чăвашсен чунне.
Пурнăçĕ ытла та йывăр
Анчах кама тарăхас ?
Ывăнсан выртса,эс, çывăр
Тĕлĕкре çăтмах курас...
Çырулăх пулман Чăвашăн
Тĕнчере шутра та мар
Анчах çаплипех мăнтарăн
Курасшăн хăйне капмар!
Вырăспа пĕрлешрĕ халăх
Вăрçăран хăтăлчĕ тин
Халь тинех хăвна ,эс ,тарăх
Чĕлхене çухатĕ çын.
Çырулăх хутра çеç юлĕ
Чăвашла пĕлеймĕ çын
Вил чĕлхе кама-ха кирлĕ?
Малашлăх - чĕлхе латынь....
06.06.2006 çул.
Печкин Владимир Антонинович.