Найти тему
Поэт в душе

Стих не известного чувашского поэта. Çимĕк.

Кĕтет чăваш çимĕке
Паллă тунă мункунтан
Иртрĕ акă çуркунне
Шаккать çимĕк алăкран.
Таса тумтир тăхăнса
Хуран куклине йăтса
Утать халăх масара.
Çăва алăк умĕнче
Чăваш тăмас(ть) тăхтаса
Эрех унăн аллинче
Хывмас хĕрес вăтанса.
Кĕртрĕç ирĕксĕр тĕне
Турра вăйпа юраймăн
Çынсен ырă кăмăлне
Хĕрес хывса хуçаймăн.
Кулă чăваш тутинче
Кулянни те туйăнмасть
Тутăр çук ун кĕсъинче
Ватăсемшĕн макăрмасть
Тĕне кĕртрĕç ирĕксĕр
Хĕрес лартрĕç масарне
Ĕлĕк-авал йĕмесĕр
Тен, ирттернĕ çимĕкне?
Вилнисене асăнса
Эрех-сăра ĕçетпĕр
Çав вăхăтра ахăрса
Чун каниччен их(ĕ)ретпĕр
Асăрхансам тăванăм
Эпир кунта çăвара
Вилнийĕсем, юлташăм
Леш тĕнчере,тăлăхра
Пулас ăру мĕн курать?
Япăххине асăрхать
Ӳсĕррине ăмсанать
Пуласлăха çухатать ...
Акă, мĕскĕн чăвашĕ
Выртать çăва варринче
Унăн çывăх юлташĕ
Ташша ячĕ, амикке.
Çумрах пуçтах арçынсем
Чышкийĕсе чăмăртаç
Пĕрне пĕри çийĕнчех
Хăлха чикки тытараç(çĕ)
* * * * *

Каç пуласпа масарсем
Юлаç тăрса тăлăха
Килес çулхи çимĕкчен
Юлччĕр канлĕ шăплăхра.

Автор: Печкин Владимир Антонинович. Декабрь 2005 мĕш çул. ( 2005 год) .