Найти тему
Поэт в душе

Стих на чувашском языке. Хĕр тунсăхĕ.

Хĕр тунсăхĕ

Урамра шартлама сивĕсем
Пит кĕске тунсăхлă кунĕсем
Хĕвелĕ çӳлех çĕкленмест

Ăшши ун çĕре çитеймест.
Сана тахçан курманран
Ĕмĕтрен час-часах çухалан
Тен, ăшă сăмахху çитеймест
Чĕрене чун ăшши витеймест.
Çакă сивĕ тунсăх каçĕнче
Çĕнĕ Çул уявĕ çуралать.
Яштака пике куçĕнче
Салху çулăмĕ ялкăшать.
Чăрăшĕ те килте хăнара
Тен, кĕтет йĕплĕскер вăл мана
Хатĕрлет пирĕншĕн тĕлпулу
Хушшăмра пулсан юрату.

Юрату, тен, вĕçет тӳпере

Тӳпере , инçетре,ĕмĕтре
Тен, юмах, аташ курăну
Тен, вçет пуăнта шухăшу ...
Ан хытар, чунна ,ан хытар
Пĕр-пĕрне чуптуса ыталар
Ас илсем савăклă каçсене.
Юратса пăхакан куçсене.
Инçетре сан каччу кулянать
Юратнă хĕрĕшĕн тунсăхлать
Хыпарне кĕтсе,эс, ан лар
Çырăвне васкаса çырса яр.

Кăвакарчăнĕ килĕ вçсе
Çунатти хушшинче ун çӳпçе
Çӳпçерен вăл кăларĕ хыпар :
Ĕмĕрех утар юнашар .

Фотографии свои
Фотографии свои

Йӗрекен хӗр. Свои нарисовки.

Автор: Печкин Владимир Антонинович.

Декабрь 2008 мĕш çул. (Декабрь 2008 год) .