Найти в Дзене

Унăн пурнăçĕ çинчен тивĕçлĕ кĕнеке çырма пулать

Пурнăç вăл – пурăнса ирттернĕ кунсем çеç мар, тунă ĕçсем те. Кашни çын хăй хыççăн çĕр çинче йĕр хăвараять-и, йĕрĕ тата епле? Вăл çутă та, тĕттĕм те пулма пултарать. Тарăнни те, кăшт çеç палăраканни те пур. Çын уттине пурăннă кунсемпе мар, ĕçĕсем тăрăх хаклаççĕ. Пысăк та ырă ĕçсем туса ĕлкĕрнĕ, вăрăм ĕмĕр пурăнса ирттернĕ çынсем – чи телейлисем.

Шăпа суйласа илнĕ телейлĕ çынсенчен пĕри – Тагир Исмагилович Ахунзянов (литературăри псевдонимĕ Тагир Тагиров) пирĕн чаплă ентеш, обществăпа политика деятелĕ, пушкăрт совет çыравçи тата журналист.
– Манăн пĕчĕк тăван çĕршывăм – Пишпÿлек çывăхĕнчи пĕчĕк ял. Хамăн кунсем вĕçлениччененех вăл чуна çÿçентермелле хаклă та юратнă вырăн пулса юлĕ, – тенĕ хăйне Фатих Карим ячĕллĕ литература премийĕпе чысланă чух Тагир Тагиров.
Шăпах çавăнпа та Пишпÿлек çĕрĕ çинче, хăй ĕçленĕ Усак-Кичу ялĕнчи библиотекăра унăн 100 çулхи юбилейне халалланă литература мероприятийĕ иртрĕ.
Тагир Исмагилович 1923 çулхи сентябрь уйăхĕн 15-мĕшĕнче Пишпÿлек районĕнчи Мусино ялĕнче çуралнă. Вырăнти пуçламăш шкула пĕтерсен Аитово ялĕнчи çичĕ класлă, Мияки районĕнчи Менеуз-Тамакри вăтам шкулсенче пĕлÿ илнĕ. Шкулта вĕреннĕ çулсенче хăйпултарулăх мероприятийĕсене хастар хутшăннă, çамрăксен каçĕсене ертсе пынă, тутарла, чăвашла лайăх юрланă, стена хаçачĕсене тĕлĕнсе каймалла илемлетнĕ. 1938-1941 çулсенче Тагир Ахунзянов Пелепей хулинчи педагогика училищинче вĕреннĕ, ун хыççăн Ново-Васильевка (халĕ Усак-Кичу шкулĕ) шкулĕнче директор пулса ĕçленĕ.
1942 çулта çамрăка Хĕрлĕ Çар ретне чĕнсе илнĕ. Çар училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн фронта янă. 1943 çулта вăрçă хирĕнчех Коммунистсен партийĕн ретне тăнă. Çапăçусенче хастарлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 2 степень, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсемпе, çар медалĕсемпе наградăланă.
«Шурă çÿçлĕ Пелепей ачи Тагир Ахунзянов педучилищĕрен вĕренсе тухнă хыççăнах вăрçа кайнă. Ун чухне вăл 17 çулта пулнă. Аллине тальянка тытнă та тăшмана хирĕç çапăçма пуçланă. «Виçĕ танкист» йышши фильмсемпе Сталин пропагандисем урлă воспитани илнĕ çамрăк каччă пирĕн танксем вăйлă, икĕ-виçĕ уйăхран тăшмана çĕнтеретпĕр те каялла таврăнатпăр тесе шутланă пулĕ. Окопсене лекнĕ хыççăн вара çамрăк пулеметчик чунĕнче юрлакан «пионерсен шуçăмĕ» тÿрех çухалнă. Тагир вăрçă хирне пĕтĕмпех утса тухнă. Контузи те туяннă, аманнă та, пысăк çухатусем те пулнă», – тесе çырнă Вячеслав Стрижевский паллă журналист вăл вăрçа кайнă пирки «Республика Башкортостан» хаçатра.
1946 çулта вăрçăран таврăнсан Тагир Исмагилович Пишпÿлекри ВЛКСМ райкомĕн йĕркелÿ уйрăмне ертсе пыма пуçланă. Çав çулах ăна ВЛКСМ райкомĕн 2-мĕш секретарьне суйланă. 1948-1950 çулсенче Ĕпхÿри парти шкулĕнче вĕреннĕ, ун хыççăн КПСС Пушкăрт обкомĕнче лектор пулса ĕçленĕ. Пичет секторне ертсе пынă, КПСС обкомĕн пропаганда уйрăмĕн ертÿçин çумĕ пулнă. 1964-1967 çулсенче – «Кызыл тан» республика хаçачĕн редакторĕ. Редактор пулнă май унăн тиражне темиçе хут ÿстернĕ.
Çĕр çулхи юбилее халалланă уявра Пишпÿлек район администрацийĕн пуçлăхĕ Артур Зарипов хăй сăмахĕнче Тагир Тагиров тĕлĕнмелле пултаруллă, ырми-канми ĕçлекен çын, Тăван çĕршыв патриочĕ пулнине палăртрĕ. Т.Ахунзянов хăй пурнăçне çынсемпе ĕçлессине халалланă. Халăх хушшинче пулса тĕрлĕ темăсемпе калаçу ирттернĕ, вĕсенче çынсен ырă енĕсене аталантарма, совет гражданинне калăплама тăрăшнă.
Сăн ÿкерчĕксемпе пуян альбома уçса пăхнă май унта Тагир Исмагиловичăн пĕр курортри сăн ÿкерчĕкĕ те, е тата дачăра ÿкни те çуккине асăрхатăн. Çемйипе пĕрле ÿкнисем те питĕ сахал. Ун валли вăхăчĕ те çитмен паллах. Тагир вара çамрăклах çывăх çыннисемшĕн хăй çине яваплăх илнĕ. Ашшĕ-амăшне çухатнипе арçын ачана ир çитĕнме тÿр килнĕ. «Çемьере те вăл питĕ тимлĕ, çав вăхăтрах çирĕп ыйтакан аттеччĕ», – паллаштарчĕ хăйĕн аса илĕвĕсемпе Елена Тагировна Мохова хĕрĕ. Вăл – медицина наукисен кандидачĕ, Уралти медицина академийĕн преподавателĕ.
Наиль Гадбуллович Гатауллин вăрах вăхăт пирĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ пулса ĕçлерĕ. Вĕсем Тагир Исмагиловичпа пĕр-пĕрне лайăх пĕлнĕ, çывăх пулнă, ĕçпе çыхăннă нумай ыйтăва татса панă: «Тагир Ахунзяов – республикăри паллă çынччĕ. Вăл вăрах вăхăт хушши çăмăл мар яваплă ĕç вырăнĕсене йышăннă. Анчах эпир ăна çакăншăн çеç хисеплеместпĕр. Пирĕн пурин те пĕр пĕчĕк тăван кĕтес. Тагир Ахунзянов пирĕн ялсене тирпей-илем кĕртес ĕçе те пысăк тÿпе хывнă».
Çавăн пекех тĕлпулăва Тагир Исмагиловичăн пĕртăванĕн ывăлĕ Мисхат Газимович Ахунзянов, республикăри Пишпÿлек район ентешлĕхĕн председателĕ, ПР Пуçлăхĕ çумĕнчи Пушкăрт патшалăх службипе управлени академийĕн кафедрин доценчĕ Рим Сабихович Галимов, Раççейри наука академийĕн Ĕпхÿри федераллă тĕпчев центрĕн Истори, чĕлхе тата литература институчĕн тĕп наука сотрудникĕ Марсиль Нуруллович Фархшатов тата ыт.те хутшăнчĕç. Марсиль Фархшатов Тагир Исмагилович республикăпа районăн социаллă тата экономика аталанăвне тата наукăпа публицистика ĕç-хĕлне пысăк тÿпе хывнине палăртрĕ.
Çыравçă, журналист, поэт, Фатих Карим, Денис Буляков ячĕллĕ литература премийĕсен лауреачĕ, Тутарстан Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Анвар Зуфарович Сулейманов Зинаида Ивановнăпа Тагир Исмагилович Ахунзяновсем патĕнче хăнара пĕр хутчен çеç мар пулнă. Анвар Зуфарович шăпах çав тĕлпулусем çинчен каласа пачĕ.
Тагир Тагировăн пултарулăхĕ нумай енлĕ. Вăл талантлă купăсçă та, сăмах ăсти те, çепĕç чунлă художник та. Нумай пултарулăх çыннишĕн наставник шутланнă. Унпа чăваш халăх поэчĕ Яков Гаврилович Ухсай та питĕ туслă пулнă. Я.Ухсай ун патне хăнана килсе çÿренĕ, килĕнче, ĕçĕнче пулнă. Хăйне Кĕсле ту çине пытарасси пирки те вăл шăпах Тагир Исмагиловича каласа хăварнă.
Политиксемпе историксене, идеологсене, аслă власть çыннисене кашнине истори хăй ытамне йышăнмасть. Миллионран пĕри çеç унта кĕреççĕ. Тагир Ахунзянов вара çĕр çинче тарăн та паллă йĕр хăварнă. Ун пурнăçĕ çинчен тивĕçлĕ кĕнеке çырма пулать.
Надежда НИКОЛАЕВА,
Пишпÿлек район библиотекинчи методика уйрăмĕн ертÿçи.